Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ
 
Шырав:
Паллашу:
21 çулхи каччă 26-30 çулхи хĕрпе паллашасшăн. Кĕскен: хăмăр (коричневые) çӳçлĕ.

Хăвăн анкетуна та хушма пултаратăн!
Çанталăк:
Хусанта халĕ (15.11.2011 16:00) сайра пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 738 - 740 мм, -2 - -4 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.
 
Категори: Вырма-2009

ĔÇ ХЫÇÇĂН ĔÇ

Уй-хирсенче ĕлкĕрнĕ тухăçа пухса илес ĕç вĕçленсе пырать. Кунсерен агрофирмăсемпе ял хуçалăх предприятийĕсем вырма ĕçĕсене вĕçленине пĕлтереççĕ. Пăва районĕнчи «Вамин-Буа» агрофирмăна кĕрекен «Гигант» уйрăмĕнче çурла уйăхĕн 19-мĕшĕнче пĕрчĕллĕ культурăсене çапса пĕтерчĕç. 1560 гектар çинче ӳссе çитĕннĕ тыр-пулăн тухăçĕ япăх мар: пĕр гектартан вăтамран 30 центнер шĕкĕлченĕ гигантсем. Комбайнерсем Евгений Ярылкинпа Василий Авандейкин «Дон-1500», Евгений Ивановпа Сергей Мужиков «Нива» комбайнсемпе хуçалăхра малти вырăнсене йышăннă.
Анчах тыр-пулсене çапса пĕтернипе çĕр ĕçченĕсен лăпланма çук. Йĕтем çинче агрегатсен сасси те çурçĕрчченех ял çийĕн шавлать-ха, хирсене сухаламалла, кĕрхи культурăсене акмалла, ăна кăçал 750 гектар лаптăкĕнче акса хăварма плана кĕртнĕ. Выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç те малалла пырать.

Текста малалла вулăр...

 
(c) Chuvash.Org & Сувар 2006-08