ÇУЛЛА ШĂРĂХ ПУЛАССА ШАНТАРАÇÇĔ
Тутарстан ял хуçалăхĕн наукăпа тĕпчев институчĕн ученăйĕсем тутарстансене çулла шăрăха чăтăмлă культурăсене акма сĕнеççĕ, тесе пĕлтерет «Татар-информ» ИА. Специалистсем çирĕплетнĕ тăрăх, çумăр çулран çул сахалрах çăвать, çанталăк шăрăхланса пырать. Кăçал çулла та çанталăк сивĕ пулмасть. Прогноза шанас пулсан, июль уйăхĕн иккĕмĕш çурри, август, сентябрь уйăхĕсем шăрăх тăраççĕ. Çакна пăхмасăр ял хуçалăх ĕçченĕсен выльăх апатне хĕл каçма çителĕклĕ хатĕрлеме тăрăшмалла. Çавăнпа нӳрĕк нумай илмен, анчах лайăх ӳсекен сорго-судан гибрид, сахăрлă саго сортлă курăк акма сĕнеççĕ. Кунсăр пуçне пирĕн тăрăхра лайăх ӳсекен вир, сĕлĕ, викăпа сĕлĕ хутăшĕ те шăрăха лайăх чăтĕç.
БЕРЛИНА – КУРАВА
Берлинта январĕн 20-29-мĕшĕсенче иртекен халăхсен хушшинчи «Симĕс эрне – 2012» агропромышленность куравне Тутарстан делегацийĕ (ертӳçи ТР ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç министрĕ М.
Текста малалла вулăр...
ÇĔНĔ СОРТ
Тутарстанри ял хуçалăхĕн наукăпа тĕпчев институтĕнче тритикален çĕнĕ, универсаллă сортне шутласа кăларнă тесе пĕлтерет «Татар-информ» ИА. Специалистсем çирĕплетнĕ тăрăх, унран çăкăр пĕçерме, спирт хатĕрлеме пулать, çавăн пекех выльăха çитерме те. Çĕнĕ сорта тутарстансем Белорусси селекционерĕсемпе пĕрле хатĕрленĕ. Çавăнпа ятне те «Бета» (Белоруссия-Татарста н) хунă. Вăл ыттисенчен пысăк пулăхлăхпа уйрăлса тăрать, пĕр гектара тивекен тухăçлăхĕ 80 центнера çитет. Ку ытти сортсеннинчен 4-6 процент нумайрах. Çаплах унăн белок шайĕ те пысăкрах.
УТАРСЕМ ХАРПĂРЛĂХА КУÇАÇÇĔ
Тутарстанра хурт-хăмăр ĕрчетессипе ытларах харпăр хуçалăхсем ĕçлеме пуçларĕç, çавăнпа утарсем харпăрлăха куçма тытăнчĕç. Специалистсен шучĕпе çакă япăх мар, отрасль республикăра аталаннине кăтартать.
Текста малалла вулăр...
92 МИЛЛИОН ТОННА
Раççейре кăçал пурĕ 92 миллион тонна тырă пухса илнĕ тесе пĕлтернĕ çак кунсенче РФ Ял хуçалăх министерствинче иртнĕ Пĕтĕм Раççейри агрономи ларăвĕнче. Çакăн чухлĕ тырă пухса илни ял хуçалăхĕн 2011 çулхи чи пысăк çитĕнĕвĕ пулнине палăртнă. Вăл çĕршывăн шалти рынокне туллин тивĕçтернисĕр пуçне темиçе çул каяллахи экспорт шайне çĕнĕрен çитерме те пулăшрĕ. Сăмах май, Раççей кăçал ют çĕршыва 25 миллион тонна тырă сутать.
Ял хуçалăхĕн çитĕнĕвĕ кăçал тата та пур. Раççейре сойăран (1,5 миллион тонна), рапсран (1,1 миллион тонна), хĕвел çаврăнăшĕнчен (8 миллион тонна), сахăр чĕкĕнтĕрĕнчен (45 миллион тонна) рекордлă тухăç илнĕ. Кукурузăн тухăçлăхĕ те пысăк – 6 миллион тонна. Патшалăх пулăшăвĕ панипех çакăн пек çитĕнӳ тунă çĕршывăн ял хуçалăхĕ. Типĕ çанталăкран шар курнă регионсене федераллă бюджетран 35 миллиард, регионсенчи бюджетран 11 миллиард тенкĕ панă.
Текста малалла вулăр...
92 МИЛЛИОН ТОННА
Раççейре кăçал пурĕ 92 миллион тонна тырă пухса илнĕ тесе пĕлтернĕ çак кунсенче РФ Ял хуçалăхĕн министерствинче иртнĕ Пĕтĕм Раççейри агрономи ларăвĕнче. Çакăн чухлĕ тырă пухса илни ял хуçалăхĕн 2011 çулхи чи пысăк çитĕнĕвĕ пулнине палăртнă. Вăл çĕршывăн шалти рынокне туллин тивĕçтернисĕр пуçне темиçе çул каяллахи экспорт шайне çĕнĕрен çитерме те пулăшрĕ. Сăмах май, Раççей кăçал ют çĕршыва 25 миллион тонна тырă сутать.
Ял хуçалăхĕн çитĕнĕвĕ тата та пур. Раççейре сойăран (1,5 миллион тонна), рапсран (1,1 миллион тонна), хĕвел çаврăнăшĕнчен (8 миллион тонна), сахăр чĕкĕнтĕрĕнчен (45 миллион тонна) рекордлă тухăç илнĕ. Кукурузăн тухăçлăхĕ те пысăк – 6 миллион тонна. Патшалăх пулăшăвĕ панипех çакăн пек çитĕнӳ тунă çĕршывăн ял хуçалăхĕ. Типĕ çанталăкран шар курнă регионсене федераллă бюджетран 35 миллиард, регионсенчи бюджетран 11 миллиард тенкĕ панă.
Текста малалла вулăр...
ĂШĂ ÇАНТАЛĂК КАЛЧАСЕМШĔН ХĂРУШĂ
Тутарстанри ял хуçалăх наукăпа тĕпчев институчĕн специалисчĕсем пĕлтернĕ тăрăх, декабрь уйăхĕнчи ăшă çанталăк ял хуçалăхне сиен кӳме пултарать. Юр шывĕ çĕр айне кайса калчасем пăр айне юлас хăрушлăх пысăк. Ун чух сывлăш çуккипе вĕсем пĕтме пултараççĕ. Çавăнпа кун пек çанталăкран ыррине кĕтмелли çук, теççĕ вĕсем.
ПОТРЕБИТЕЛЬСЕН СОЮЗĔ – ПĔРРЕМĔШ
Раççей Федерацийĕн Потребительсен тĕп союзĕн председателĕ Евгений Кузнецов Тутарстанăн Потребительсен союзĕ 2011 çулхи виççĕмĕш кварталăн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх Раççейре пĕрремĕш вырăна тухнине пĕлтерсе ТР Президентне Р.Минниханова салам янă. Сăмах май, çулталăк пуçланнăранпа Тутарстанри Потребительсен союзĕн хатĕрлев çаврăнăшĕ 3 миллиард тенкĕ ытла пулнă. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан ку, 121 процент.
Текста малалла вулăр...
Республикăн пысăк хулисенче йĕркелекен ял хуçалăх ярмăрккисене хуçалăхсем кăна мар, ял хутлăхĕсем те хутшăнасси йăлана кĕчĕ. Çапла майпа вырăнти власть уйрăм хуçалăхсене хăйсен продукцине вырнаçтарма пулăшать. Нурлат районĕнчи Якуркел ял хутлăхĕ те вырăнти «Агро-Развитие» тулли мар яваплăхлă обществăпа пĕрле сентябрь уйăхĕн вĕçĕнчен тытăнса кашни шăматкун Нурлат тата Хусан хулисенчи ярмăрккăсенчен юлмасть.
Ял хутлăхĕн пуçлăхĕ В.Яковлева каланă тăрăх, вĕсем ял халăхĕнчен сĕт-çу, хăйма-тăпăрч, пахча çимĕç, аш-какай, варени, консервланă пахча çимĕçсем, чăлха-нуски пуçтараççĕ. Ярмăрккăран таврăнсан вара укçи-тенкине халăха тӳрех валеçсе параççĕ. Продукцие хаклă хакпа сутмасан та (сĕтĕн пĕр литрĕ – 17, тăпăрч 60 тенкĕ...) тупăшĕ самаях пуçтарăнать, хăш чухне пĕр çын пуçне 2-3 пин тенке те çитет-мĕн.
Текста малалла вулăр...
ХУР-КĂВАКАЛ ЯРМĂРККИ
Декабрĕн 3-мĕшĕнче Çырчаллинчи Азатлык тӳремĕнче хур-кăвакал ярмăркки иртнĕ. Çав кун республикăри 19 районти фермер тата харпăр хуçалăх хăйсен продукцине ирхине ирех сутма тытăннă. Халăха вĕсем пусса шăнтнă, типĕтнĕ (вяленая) хур тушкисем, çаплах чĕрĕ хур-кăвакал, кăркка сĕннĕ. Пуян ассортимент та, хаксем те хула çыннисен кăмăлне тивĕçтернех. Пуснă хур тушки, тĕслĕхрен, 800-1300, кăвакал 500-600, чĕрĕ хур 500-800-шер тенкĕ тăнă. Кунсăр пуçне çырчаллисем хур тĕкĕнчен тултарнă минтер туянма пултарнă.
Кăнтăрла тĕлнех фермерсемпе харпăр хуçалăхсем хăйсен продукцин çуррине сутса пĕтерме те ĕлкĕрнĕ. Халăх нумай пуçтарăннине тата хур-кăвакал продукцине хапăлласах туяннине кура Çырчалли мэрĕ ярмăрккăна ыран, декабрĕн 10-мĕшĕнче, тепĕр хут ирттересси пирки пĕлтернĕ.
Текста малалла вулăр...
ХУÇАЛĂХА АНЛĂЛАТАТЬ
Теччĕ районĕнчи М.Чербаев фермерăн ял хуçалăхĕнче опычĕ пысăк, вăл темиçе çул ĕнтĕ инкубаторта чăх, хур чĕпписем кăларас енĕпе ĕçленĕ. Анчах малашне осетр пулă та ĕрчетме планлать. Çапла вăл ял хуçалăхĕн тĕрлĕ отрасльне укçа хывса хăйĕн ĕçне анлăлатасшăн. Предприниматель хĕлле искусствăлла пĕвесем чавса пулă ĕрчетмелли тата усрамалли оборудованисем туянасшăн. Предприниматель çулталăкне 10 тонна пулă сутма ĕмĕтленет.
ЯРМĂРККĂСЕМ ÇĔНĔ ÇУЛЧЧЕНЕХ
Тутарстанра ял хуçалăх ярмăрккисем малтан палăртнă пек декабрĕн 3-мĕшĕнче вĕçленмеççĕ, Çĕнĕ çулчченех тăсăлаççĕ. Çуркунне çитеспе ярмăрккăсем татах ĕçлеме пуçлаççĕ тесе пĕлтернĕ ТР ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç министрĕ М.Ахметов иртнĕ канмалли кунсенче Хусанти Чехов пасарĕнчи ярмăрккăна пырса курнă чух.
Текста малалла вулăр...
ФЕРМЕРСЕНЕ ПУЛĂШАÇÇĔ
РФ Ял хуçалăх министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, 2012 çулта Раççейре тепĕр тĕллевлĕ программа «Начинающий фермер» ĕçлеме тытăнать. Вăл регионсенчи программăсене укçа-тенкĕпе пулăшĕ. Паллах, тĕп условипе, федераци бюджетĕнчен укçа илес тесен регионсен программăсем йышăнмалла. Çапла вара 2012 çултан фермер ĕçне пуçăнакансене 2 миллиард тенкĕ, çĕр лаптăкĕсемпе çыхăннă формальноçсене пĕтерме 1,4 миллиард тенкĕ уйăраççĕ. Кунсăр пуçне хресченпе фермер хуçалăхĕсене йĕркелеме грантсем параççĕ, çĕр, техника, вăрлăх туянма, инженери сечĕсемпе çыхăнтарма, производство, склад тата ытти çуртсене тĕпрен юсамалли проектпа смета докуменчĕсене хатĕрлеме пулăшаççĕ.
Ялти фермер çапла патшалăх паракан мĕнпур пулăшупа усă курма пултармалла. Раççей Экономика аталанăвĕн министерстви хальхи вăхăтра та ял хуçалăх предпринимателĕсене пулăшмасть мар, кăçал вăтам тата пĕчĕк бизнеса аталантарма уйăрнă 20,8 миллиард тенкĕрен 20 яхăн процентне ялсенчи предпринимательсене панă.
Текста малалла вулăр...
ЯЛСЕНЕ ÇУЛСЕМ САРАÇÇĔ
Ялсене тĕп автотрассăсемпе çыхăнтаракан çулсем сарма кăçал Раççейре 5 миллиард тенкĕ тăкаклĕç. Çакăн чухлĕ укçа-тенкĕ уйăрни çĕршывра хальччен пулман. Çапла вара 270 ял-поселок патне пурĕ 550 километр çул сараççĕ. РФ ял хуçалăх министрĕ Е.Скрынник каланă тăрăх, çак ĕçе çулталăк вĕçлениччен пĕтереççĕ. Ялсем патне çул сарассипе Тутарстан, Удмурт республикисенче, Орлов, Саратов тата Курган облаçĕсенче уйрăмах ăнăçлă ĕçлеççĕ.
ЮТ ÇĔРШЫВА ĂСАТАÇÇĔ
Тутарстанри фуража Латвипе Литвана, Польшăпа Ирана ăсатма хатĕр тесе пĕлтерет «Татар-информ» ИА. Тиеве шыв тата чукун çул транспорчĕсемпе илсе çитерĕç. Çак ĕçе ытларах коммерцилле организацисем пурнăçлĕç (пурне те ТР Министрсен Кабинечĕн Ветеринарин тĕп управленийĕ ирĕк панă). РФ Патшалăх чиккинчи ветеринари тĕрĕслевĕн уйрăмĕн инспекторĕсем Литвапа Латвие тата Польшăна чукун çулпа ăсатмалли пĕтĕмпе 18 парти (841 тонна), Ирана ăсатмалли 1 баржа (1304 тонна) фуража тĕрĕсленĕ.
Текста малалла вулăр...
ТУТАРСТАН РАÇÇЕЙРЕ МАЛТА
«Тутарстан экономика кăтартăвĕсемпе Раççейре чи малти пилĕк регион, ял хуçалăхĕпе чи пĕрремĕшсен шутне кĕрет. 2011 çулта республикăри агропромышленность комплексĕ 155 миллиард тенкĕлĕх продукци туса илме хатĕрленет», – тесе пĕлтернĕ ТР Президенчĕ Р.Минниханов çак кунсенче Саба районне ĕçлĕ визитпа кайсан. Вăл район ертӳçисене район экономикине инвесторсене явăçтарассипе ĕçлемеллине пĕлтернĕ. Пурнăç условийĕсене лайăхлатса çамрăксене яла хăварма тăрăшма, вĕсем валли çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеме сĕннĕ.
Республикăра çаплах ялсенче Культура çурчĕсем лартасси пирки калаçусем пынине те каланă Президент. Ун сăмахĕсемпе, районсенчи ялсенче çулталăкне 100 Культура çурчĕ лартайсан та ял çыннисемшĕн пулăшу пулать. Федераци пулăшăвĕсĕр яла çĕнетме май çук, паллах, çавăнпа уйрăм хуçалăхсене аталантарма, çемье фермисем йĕркелемелли программăсем ĕçлеççĕ.
Текста малалла вулăр...
ПУЛТАРУЛЛИСЕНЕ ЧЫСЛАÇÇĔ
«Татфондбанк», ТР Ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç тата ТР Вĕрентӳпе наука министерствисем тата MasterGard халăхсем хушшинчи тӳлев системи ирттерекен «Ялти чи пултаруллă 100 ача» социаллă акцире çĕнтерекенсене ноябрь уйăхĕнче чыслама хатĕрленеççĕ. Акцие республикăри районсемпе хуласенчен пурĕ 800 заявка килнĕ. Чи хастаррисем Кукмор, Азнакай, Çӳлту, Мензеле, Çĕнĕ Шуçăмпа Саба районĕсем пулнă.
МИНИСТР ЛАРУ ИРТТЕРНĔ
РФ ял хуçалăх министрĕ Е.Скрынник çак кунсенче Раççейри регионсенчи агропромышленноçа ертсе пыракансемпе ирттернĕ ларура 2011 çулта выльăх-чĕрлĕх отраслĕ мĕнле аталаннине пĕтĕмлетнĕ. Министр каланă тăрăх, тинех выльăх-чĕрлĕх шучĕ чакма чарăннă, кун пекки юлашки 20 çулта пулман. Кунсăр пуçне Африка чуми чирĕ те тимлĕхсĕр юлман. Хальхи вăхăтра Краснодар крайĕпе Курск облаçĕнче çак чир 7 вырăнта палăрнă.
Текста малалла вулăр...
ЧИР САРĂЛАС ХĂРУШЛĂХ ПЫСĂК
Россельхознадзорăн Тутарстанри управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, Çӳлту районĕнчи Çӳлту ялĕнче тата Тукай районĕнчи «Орбита» сад пахчисен обществинче нумай выльăх-чĕрлĕх урнă чирпе чирлени палăрнă. Чир ытти ялсемпе районсене ан сарăлтăр тесе çак пунктсене карантина хупнă.
ПРОЕКТ ХАТĔР
Республикăра ут спортне аталантарассипе «Развитие олимпийских видов конного спорта в РТ на 2012-2015 годы» республика программин проектне хатĕрлесе çитерни пирки пĕлтернĕ ТР ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç министрĕн çумĕ Назип Хазипов çак кунсенче журналистсемпе тĕл пулсан. Ун сăмахĕсем тăрăх, программа анлă, вăл лаша ĕрчетес отрасле пĕтĕмĕшле пырса тивет, урăхла каласан, ут спортĕнчен пуçласа сĕт сăвасси, аш-какай туса илесси таранах. Хальхи вăхăтра республикăра 33 пуç лаша, 2020 çул тĕлне вара вĕсен шучĕ 50 пине çитмелле.
Текста малалла вулăр...
Çулталăк хуçалăхĕ пулас шанăç пур
Апас районĕнчи Рахимов ячĕллĕ ял хуçалăх предприятийĕ 2011 çулта та «Danone-Юнимилк» Кубокне çĕнсе илсе «Çулталăкри чи лайăх хуçалăх» ята тивĕçес шанăç пур. Роботсемпе пуянланнă çак хуçалăх чăнах та Раççейре кăна мар, Европăра та чи лайăххи пулнине кашни кун çирĕплетет. Ку комплексра технологи дисциплинипе çыхăннă йывăрлăхсем сайра-хутра кăна пулкалаççĕ, мĕншĕн тесен унта пĕр доярка та ĕçлемест, мĕнпур ĕçе роботсем пурнăçлаççĕ, тирпей енчен вара ăна хăш-пĕр медицина учрежденийĕ те çитеймест.
Вăраха тăсăлсан та вĕçленет
Уй-хирти çĕр улмине кăçалхи пек вăрах кăларни юлашки çулсенче пулманччĕ-ха. Çанталăк йĕпе-сапана кайни республикăн ял ĕçченĕсене самай чăрмантарчĕ. Хальхи вăхăтра Тутарстанра 12 пин гектарти çĕр улмине пухса кĕртнĕ.
Текста малалла вулăр...
ÇĔР ĔÇĔ ТЕ ТУПĂШ КӲРЕТ
РФ ял хуçалăх министрĕ Елена Скрынник сăмахĕсенчен курăннă тăрăх, Раççей ял хуçалăхĕ тинех тупăшлă ĕçлеме тытăннă. Отрасль кăçал çичĕ рекорд та тунă, вĕсенчен 4-шĕ производствăра, виççĕшĕ ют çĕршывсене продукци сутассинче. Пĕрремĕш рекорд – сахăр чĕкĕнтĕрĕ ӳстересси, пылак тымар çимĕçе çĕршыв 40 миллион тонна пухса кĕртме хатĕрленет, пĕр гектара тивекен вăтам тухăç 368 центнер, кун пекки Раççейре юлашки 200 çулта пулман. Сахăр чĕкĕнтĕрĕнчен пысăк тухăç илесси, паллах, çут çанталăк условийĕсенчен кăна килмест. Çак культурăна ӳстерес тата тирпейлес енĕпе икĕ çул каялла программа йышăнни пулăшнă. Унпа килĕшӳллĕн, пин çĕнĕ ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ, чи пысăк икĕ предприятие çĕнетнĕ тата çĕршывра чĕкĕнтĕр вăрлăхне пăрçа пек кăларакан пĕрремĕш завода хута янă.
Рапс, соя, хĕвел çаврăнăш, кукурузăн иккĕмĕш тухăçĕ енĕпе те рекордлă тухăç пуласса шанаççĕ.
Текста малалла вулăр...
Комбайнерсен конкурсĕ
Ял хуçалăх ĕçченĕн кунĕ çитес умĕн республикăри çамрăк комбайнерсен хушшинче «Ĕç çыннине мухтатпăр» телевидени конкурсне ирттернĕ. Шучĕпе вăл виççĕмĕш. Вырмара чи нумай тырă çапса илнĕ комбайнерсен 15 экипажĕ кăçал Саба районĕнче тупăшнă. Конкурс теори тата практика пайĕнчен тăнă. «2011 çулхи вырман чи çамрăк комбайнерĕ» номинацире Мензеле районĕнчи И.Ибрагимов, «Чи пысăк ĕç стажĕ» номинацире Заинск районĕнчи Н.Григорьев, «Рекордлă тырă çапнă» номинацире вара Чистай районĕнчи И.Юданов çĕнтернĕ.
Хамăр патрах кăларĕç
Ĕне сумалли аппаратсене хальччен Раççейĕн ытти регионĕсенчен кӳнĕ пулсан, çитес вăхăтра вĕсене Арск районĕнчи Д.Тухватуллин предприниматель кăларма тытăнасшăн. Çак аппаратсем, тĕпрен илсен, уйрăм хуçалăхсене кирлĕ.
Текста малалла вулăр...
5 МИЛЛИОН ТОННА
Раççейре кăçал сахăр чĕкĕнтĕрĕнчен рекордлă тухăç илме хатĕрленеççĕ – 36-40 миллион тонна. Çапла майпа чĕр тавартан 5 миллион тонна сахăр песокĕ илме май пур. Çавăнпа заводсен пылак тымар çимĕçе тирпейлемелли хăватне ӳстерес тĕллевпе РФ Ял хуçалăх министерстви сахăр кăларакан предприятисене реконструкцилемелли , çĕнетмелли, çĕнĕ предприятисем лартмалли чи лайăх инвестици проекчĕсене суйлаççĕ. 2010 çулта çакăн пек 29 проекта ырланă, кăçал 15-шне суйласа илнĕ.
ÇУМĂР КАНСĔРЛЕТ
Сахăр чĕкĕнтĕрĕ республикăра кăçал ăнса çитĕннине кура пурĕ 1,8 миллион тонна пухса илме хатĕрленеççĕ. Пĕр гектара тивекен вăтам тухăç та пĕчĕк мар – 272 центнер. Анчах çанталăк йĕпе-сапана кайни тымар çимĕçсене пухса илме чăрмантарать. Çак сăлтавпах сахăр чĕкĕнтĕрĕпе çĕр улмин чылай пайне кăларман-ха.
Текста малалла вулăр...
ШКУЛ АЧИСЕМ ПУЛĂШАÇÇĔ
Специалистсем пĕлтернĕ тăрăх, кăçал Тутарстанра çĕр улми япăх мар çитĕннĕ, пĕр гектара тивекен вăтам тухăç 161 центнер. Ăна пухса кĕртме ятарлă техника та çителĕклĕ, анчах çанталăк йĕпене кайни самай чăрмав кӳрет. Çак сăлтавпах пĕтĕмĕшле лаптăкри тухăçăн çуррине кăна пухма ĕлкĕрнĕ. Çавăнпа хуçалăхсене çĕр улми кăларма шкул ачисем, организацисемпе предприятисен ĕçченĕсем те пулăшăва килнĕ.
КИЛЕХ КӲРЕСШĔН
Нумай пулмасть Хусан хулинчи Горьковское шоссе урамĕнче фермерсен ял хуçалăх пасарĕ уçăлчĕ. Унта пахча çимĕçе те, аш-какая та йӳнĕрех хакпа туянма пулать-мĕн. Анчах пасар меллĕ вырăнта вырнаçманни хула çыннисен умĕнче йывăрлăх кăларса тăратать, хĕлле валли туянакан пахча çимĕçе хăвăн транспорту çук пулсан киле илсе çитерме йывăр.
Текста малалла вулăр...
ХУРА ТУЛ ЙӲНЕЛМЕЛЛЕ
РФ пĕрремĕш вице-премьерĕ В.Зубков çĕршыври регионсен ертӳçисемпе селекторлă лару ирттернĕ. Вырман пĕрремĕш пĕтĕмлетĕвĕсене, кăçалхи тухăç калăпăшне пăхса шалти рынокри лару-тăрăва, ют çĕршыва тыр-пул сутас ыйтусене сӳтсе явнă вĕсем.
Виктор Зубков пĕлтернĕ тăрăх, хальхи вăхăтра Раççейре 74,1 миллион тонна тыр-пул пухса илнĕ. Тухăçлă 2009 çулпа танлаштарсан та ку 2 процент ытларах. Пӳлмесенчи тата хирсенчен пухса кĕртмелли тырра шута илсен, Раççей хăйне кăçал тĕш тырăпа тивĕçтернисĕр пуçне ют çĕршывсене сутас хăватне те ытти çулсенчи шайне çитереет. Июлĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса Раççей ют çĕршыва 7,2 миллион тонна тырă сутнă, сентябрьтен пуçласа декабрь уйăхĕччен тата 3-шер миллион тонна сутма пултарать.
Пĕлтĕр типĕ çанталăка пула хура тул кĕрпине халăха хаклă хакпа сутма тивнĕ, кăçал тухăç икĕ хут ӳснине шута илсе унăн хакне чакармаллине каланă вице-премьер.
Текста малалла вулăр...
ТУТАРСТАН ВЫРМАНА ВĔÇЛЕРĔ
Республикăн çĕр ĕçченĕсем 1572,5 пин гектар çинчи пĕрчĕллĕ тĕш-тырра çанталăк пăсăличчен пухса кĕртме ĕлкĕрчĕç. Тырă йышăнакан пунктсене 333,8 пин тонна ыраш, 645,76 пин тонна тулă, 308 пин тонна урпа, 11 пин тонна сĕлĕ, 9,4 пин тонна пăрçа ăсатнă. Кашни гектара тивекен вăтам тухăç 32,5 центнер. Шел те, рапса типĕ çанталăкра йăлтах пухса кĕртме май килмен, унăн пĕтĕмĕшле лаптăкăн 55 процентĕнче çеç ĕç вĕçленнĕ.
ХУÇАЛĂХСЕМ ÇĔР УЛМИ КĂЛАРАÇÇĔ
Тутарстанăн 13 районĕ иккĕмĕш çăкăра кăларма пуçларĕ. Ку ĕçе чи малтан Кукмор районĕ пуçăннă, мĕншĕн тесен республикипе илсен, çĕр улмине çак район чухлĕ (1000 гектар ытла) урăх пĕр район та лартман. Тутарстанра иккĕмĕш çăкăр пĕтĕмпе 12 пин гектар ытла лаптăка йышăнать. Чи пысăк тухăç Агрыз, Алексеевскипе Пĕтреç районĕсенче çитĕннĕ, унта пĕр гектара тивекен вăтам тухăç 250-245 центнер.
Текста малалла вулăр...
■ Страницăсем:
[1],
2,
3,
4,
5,
6.