Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ
 
Шырав:
Паллашу:
21 çулхи каччă 26-30 çулхи хĕрпе паллашасшăн. Кĕскен: хăмăр (коричневые) çӳçлĕ.

Хăвăн анкетуна та хушма пултаратăн!
Çанталăк:
Хусанта халĕ (15.11.2011 16:00) сайра пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 738 - 740 мм, -2 - -4 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.
 
Категори: Ял хуçалăхĕ

ЭРТЕЛПЕ ЫВĂННИ СИСĔНМЕСТ

Элкел районĕнчи «Анат Качаел» тулли мар яваплăхлă обществăн сысна ферминчи ĕç коллективĕ пысăк мар, пурĕ те ултă çын кăна. Пĕрле вĕсем 500 пуç сысна пăхаççĕ. Калас пулать, япăх мар. Çакă йăлтах коллективри çынсен опытĕнчен тата тăрăшулăхĕнчен килет-мĕн. Тĕслĕхрен, Евгений Казаков 23 çул ытла фермăра тăрăшать иккен. Ферма заведующийĕн Людмила Казаковăн та опычĕ сахал мар, малтан дояркăра нумай çул тăрăшнă, «Анат Качаел» тулли мар яваплăхлă общество йĕркеленсен вара сысна фермин заведующине лартнă, виçĕ çул ĕнтĕ çак тиеве туртать вăл. Хĕрарăм пур çĕрте тирпей пулатех теççĕ, тĕрĕсех-тĕр çав.
Хуçалăх ертӳçин Г.Волостновăн шанăçне тӳрре кăларма тăрăшаççĕ Хуракӳл чăвашĕсем. «Коллектив пирĕн тăрăшуллă, ĕçе тĕплĕн пурнăçлаканни. Пирĕншĕн, ял çыннисемшĕн, чи пĕлтерĕшли – ĕç тата ĕç укçи пулни.

Текста малалла вулăр...

ЯЛ ХУÇАЛĂХĔ

ТЫМАР ÇИМĔÇЕ ÇУРРИНЕ КĂЛАРНĂ
Октябрĕн 13-мĕшĕ тĕлне Тутарстанра 31,6 пин гектар çинчи пылак тымар çимĕçе пухса кĕртнĕ. Ку пĕтĕмпе 707,2 пин тонна, кашни гектар пуçне тивекен вăтам тухăç 224 центнер. Чĕкĕнтĕр кăларассипе хальлĕхе малти вырăнта Заинск районĕ, вĕсен вăтам тухăçĕ 265 центнер, пĕтĕмпе 161,7 пин тонна чĕкĕнтĕр пухса кĕртнĕ. Иккĕмĕш вырăнта Сарман районĕ, вĕсен вăтам тухăçĕ 300 центнер, 150,9 пин тонна кăларнă. Пăвасем вара сахăр заводне 93,5 пин тонна чĕкĕнтĕр ăсатнă, пĕр гектара тивекен вăтам тухăç 183 центнер.
ÇЫРЧАЛЛИ ЧĂХХИСЕНЕ ЕВРОСОЮЗА?
«Челны-Бройлер» тулли мар яваплăхлă общество çитес вăхăтра Европа шайне тухас шанчăк пур, вăл хăйĕн продукципе Евросоюз çĕршывĕсене тивĕçтерме тытăнасшăн. Çак тĕлĕшпе Россельхознадзорпа Евросоюз инспекторĕсем «Челны-Бройлер» предприятие тĕрĕсленĕ.

Текста малалла вулăр...

ШАНĂÇ ПУР

ШАНĂÇ ПУР
Кăçал çанталăк ял хуçалăхĕсемшĕн ăнăçлах пулмарĕ пулин те Тутарстан 4,7 миллион тонна (Самар облаçĕнче 1 миллион тонна) тĕш тырă пуçтарса илейрĕ. Сăмах та çук, тухăç пĕлтĕрхинчен сахал. Инвесторсем пысăк тăкак тӳсрĕç. Çавăнпа вĕсене республика бюджетĕнчен 4 миллиард тенкĕ уйăрма йышăннă. ТР ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç министрĕ М.Ахметов каланă тăрăх, кашни инвестора пулăшу тĕрлĕрен пулĕ.
Раççейре суса илекен пĕтĕмĕшле сĕтрен 9 проценчĕ тутарстансен тӳпи. Министр сăмахĕсемпе, çак кăтартăва çитес çулсенче 10 процента, урăхла каласан, 2 миллион тоннăна, аш туса илессине 500 пин тоннăна çитермелле. Шел те, Раççее ют çĕршывран çуллен 9 миллион тонна сĕт кӳни вырăнти производительсен ал-урине çыхать. Чăн та, Тутарстанра ку енĕпе лару-тăру урăхларах, пирĕн сĕт юр-варĕ хатĕрлеççĕ е ют регионсене сутаççĕ.

Текста малалла вулăр...

ЯЛ ХУÇАЛĂХĔ

ПУÇАРУЛЛИСЕНЕ ПУЛĂШАÇÇĔ
ТР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Ф.Мухаметшин сентябрĕн 21-мĕшĕнче Спас районĕнче ирттернĕ зональнăй ларура республика, районсемпе ял хутлăхĕсен пуçлăхĕсем пĕчĕк хуçалăхсене аталантарас, пуçаруллă ял çыннисен хастарлăхне ӳстерес ыйтусене сӳтсе явнă. ТР Президенчĕн М.Шаймиевăн позицийĕ уйрăм хуçалăхсенче выльăхсен шутне сыхласа хăварасси пулнине тепĕр хут аса илтернĕ Фарид Хайруллович. «Пирĕн тĕллев – ялти пуçаруллă çынсене пулăшасси»,– тенĕ вăл.
Сăмах май, республикăри яллă вырăнсенче хальхи вăхăтра пĕтĕмпе миллиона яхăн çын пурăнать. Пĕтĕмĕшле выльăх шучĕн пĕрре виççĕмĕш пайĕ шăпах уйрăм хуçалăхсенче. ТР ял хуçалăх тата апат-çимĕç министрĕ М.Ахметов çӳлерех асăннă ыйтусене анализ тунă май, ял çыннисем туса илекен продукцие çитес 3-4 çулта икĕ хут ӳстерме тĕллев лартнине пĕлтернĕ.

Текста малалла вулăр...

ПЫЛАК ТЫМАР – ЮНТАРМĂШ ÇИМĔÇ

Пăва районĕнчи хуçалăхсенчен сахăр кăшманĕ кăларас ĕçе В.П.Чернов ячĕллĕ агрофирма малтан тытăнчĕ. Ултă талăк «Победăпа» «Восход» хуçалăхсен хирĕсенче ĕç кĕрлерĕ. 675 гектар çĕр лаптăкĕ çинче çитĕннĕ çимĕçе кăларас ĕçе пилĕк «Ropa» комбайн хутшăнчĕ. Вăл ĕлĕкхи 3-4 агрегат ĕçне пĕчченех туса пырать. Паллах, типĕ çанталăкра çак пысăк ĕçе вăхăтлă вĕçлени савăнтарать. Пушаннă çĕрсене сухаласа ĕçе кĕртсен кĕрхи ĕçсем вĕçленнĕ тесе те калама пулать.
Сахăр кăшманĕ – юнтармăш чĕрĕ çимĕç. Çĕр ĕçченĕ тухăç пысăк пултăр тесе тăрăшать. Çуркунне пулăхлă çĕр хатĕрлесе, минераллă удобренисем кĕртсе акнипе кăна мар, тата темиçе тĕрлĕ ĕç туса ирттермелле. Т-70 тракторпа В.Ихатовпа В.Салмин виçĕ хутчен хими препарачĕсемпе çум курăксенчен имçамланă, йăран хушшисене кăпкалатнă, агрономсем алхасма пуçланă тымар чирне вăхăтра чарса сарăлма паман.

Текста малалла вулăр...
■ Елена ХЛЫНОВА.
Автор сăнӳкерчĕкĕ.

ЯЛ ХУÇАЛĂХĔ

ТЫРÇИ ВĔÇЛЕННĔ
Пĕтĕм служба пĕрле ĕçленипе тата тырçие лайăх хатĕрленнипе Ешĕлвар районĕ пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене çухатусăр, хăвăрт пухса кĕртнĕ. Тырçи кампанийĕ кунта 35 куна кăна пынă. Пĕтĕмпе 70 пин тоннăна яхăн тухăçа пӳлмесене кĕртнĕ вĕсем, пĕр гектара тивекен тухăç 35 центнер.
Тĕш тырă ӳстерессипе кăçал пуринчен ытла «Востокзернопродукт» ХАО, «Марс» фермерпа хресчен хуçалăхĕ, «Колос-Синтез» тулли мар яваплăхлă общество палăрнă.
ÇЕМЬЕ ФЕРМИСЕМ
«2010-2011 çулсенче фермерпа хресчен хуçалăхĕсенче сĕт сăвакан пилотлă çемье фермисем» программăна хăвăртрах пурнăçлас тĕллевпе çак кунсенче ТР Ял хуçалăхĕ тата апат-çимĕç министерствинче лару иртнĕ. Аса илтерер, август çурринче хресчен (фермер) хуçалăхĕсен проекчĕсен конкурсĕ пулчĕ.

Текста малалла вулăр...

ЯЛ ХУÇАЛĂХĔ

СИЛОС ХАТĔРЛЕÇÇĔ
Тутарстан ял хуçалăхĕсем выльăх валли силос хатĕрлес ĕçе пуçăннă. Августăн 10-мĕшĕ тĕлне республикăри траншейăсене пурĕ 58,4 пин тонна силос хунă. Республикăра кашни выльăх пуçне вăтамран 15,7 центнер (пĕлтĕрхинчен 2,9 процент нумайрах) апат единици (пĕтĕмпе 573,4 пин тонна утă, 2 миллион та 524,8 пин тонна сенаж) хатĕрленĕ.
ТИПĔ ВЫРĂНТА ТА ТУХĂÇ
Раççей ял хуçалăх министерстви Раççей ял хуçалăх академийĕпе пĕрле типĕ çанталăкра та пысăк тухăç илме вĕрентекен семинар-канашлу ирттерме хатĕрленет. Унта хутшăнакансем тухăçа ӳстересси пирки вырăнти наукăпа тĕпчев институчĕсен сĕнĕвĕсемпе паллашĕç.
ВЫЛЬĂХ ШУТНЕ ӲСТЕРЕÇÇĔ
Ешĕлвар районĕнчи «Овощевод» коллективлă пред- приятийĕнче выльăх шутне ӳстерессин опычĕпе паллашас тĕллевпе семинар-канашлу иртнĕ.

Текста малалла вулăр...

ЯЛ ХУÇАЛĂХĔ

ÇУМĂР ÇУККИ
Ял хуçалăх специалисчĕсем халĕ çăвакан çумăр Тутарстан уй-хирĕсенчи лару-тăрăва лайăхлатасса шанаççĕ. Çурхи тырă пучахĕ тулĕ, тымар çимĕçсем, нумай çул ӳсекен курăксем, кукуруза вăй илĕç теççĕ. Анчах шел, çу пуçланнăранпа типĕ çанталăк тăракан районсенче халĕ те пĕр тумлам та ӳкмен.
Тутарстан Президенчĕ Минтимер Шаймиев шучĕпе типĕ вăхăтĕнче акнă тыр-пулăн пысăк пайне çухатнă ял хуçалăх производителĕсем патшалăх пулăшăвĕсĕр малалла аталанаймĕç. Питĕ пысăк çухатусем уйрăмах республикăн кăнтăр-хĕвел тухăç районĕсем тӳснĕ. Президент хушнипе агропромышленность комплексне аталантарма кредит илнĕ хуçалăхсен кредит тавăрса парас срокне тăсма, процент ставкисене чакарма йышăннă.
ТЫРÇИ ПУÇЛАНЧĔ
Июлĕн 22-мĕшĕ тĕлне тырçи кампанине республикăн 8 районĕ: Аксу, Элмет, Заинск, Нурлат, Пĕтреç, Саба, Павлă, Балтаси пуçланă.

Текста малалла вулăр...

ПЫСĂК СĂВĂМСЕН ТАПХĂРĔ

Пăва районĕнчи В.П.Чернов ячĕллĕ агрофирмăн «Восход» уйрăмĕнче сăвăнакан ĕне шучĕ пурĕ 176 пуç. Кашни кун ирлĕ-каçлă çак хуçалăхран патшалăха 1-мĕш сортлă сĕт ăсатаççĕ. Çулла – пысăк сăвăмсен тапхăрĕ. Хальхи вăхăтра çакăнта тăрăшакансем ĕне пуçне 17 литр сĕт суса илеççĕ. Сĕт таварлăхĕ – 91 процент, çулăх – 3,7. Çирĕм çул çакăнта ĕçлекен Н.Архиреева çĕртме уйăхĕнче 13000 литр сĕт суса илнĕ. Çамрăк доярка И.Емельянова ушкăнĕнче пурĕ 31 ĕне. Пĕрре пăруланă ĕнесенчен вăл 12600 литр сĕт сунă. В.Ерилова та сăвăмпа юлташĕсенчен нумай юлмасть. Хĕрĕх çул фермăра ĕне сунă С.Егоровăна тирпейлĕ, пур ĕçе те чĕререн парăнса ĕçленĕшĕн тав тăваççĕ ертӳçĕсем. Тивĕçлĕ канăва тухнă пулсан та вăл юратнă ĕçне пăрахмасть-ха.
Çăва тухсанах хуçалăхри ĕнесене çуллахи лагере куçарнă. Вĕсене çаранти сĕтеклĕ курăклă вырăнсенче Н.

Текста малалла вулăр...

КĔТӲ КĔНИ – ЯЛ ИЛЕМĔ

Ял халăхĕ выльăх-чĕрлĕхсĕр нихăçан та пурăнман. Урам тулли кĕтӳ кĕни ĕлĕкрен яла илем кӳнĕ. Анчах юлашки çулсенче кунта та выльăх шучĕ чакни сисĕнет, çакă пăшăрхантарать те. Владимир Лысов предпринимателĕн те шухăшĕ çакăн çинченех.
Çĕпрел районĕнчи Кивĕ Йĕлмел ялĕнче пурăнакан Владимир Лысов ĕçе мĕнле пуçăннине кунти халăх лайăх астăвать: малтан вăл хăйĕн машинипе строительство материалĕсем турттарчĕ, ун хыççăн предпринимательствăна аталантармалли патшалăх программипе кредит илсе витесем лартрĕ, ăратлă сыснасем туянчĕ. Сысна тенĕрен, лайăх пăхса çитĕнтерсен тупăшĕ пысăк унăн. Çавăнпа пĕр-икĕ çултах предприниматель вĕсене 80 пуçа çитерчĕ. Анчах сысна ашĕн хакĕ тăрук чакнипе унпа нумай усă курса юлаймарĕ. Килограмĕ 65-70 тенке кăна юлсан ăна усранин уссинчен тăкакĕ ытларах-çке.

Текста малалла вулăр...

ЯЛ ХУÇАЛĂХĔ

ХĂРУШĂ ÇУМ КУРĂК САРĂЛАТЬ
Нумаях пулмасть «Россельхозцентр» специалисчĕсем Менделеевски районĕнче çын сывлăхĕшĕн хăрушă, çĕре чухăнлатакан (сезонра пĕр гектар лаптăкран 900 тонна нӳрĕке туртса илет) амброзия çум курăк тупни пирки пĕлтернĕччĕ. Ăна пĕр документсăр урăх регионтан кӳнĕ-мĕн. Çаплах республикăри нумай районта çĕр пулăхлăхне чакаракан тата тĕш-тырра чирлетекен тепĕр çум курăк – сырлан курăкĕ (повилика) – та хăрушла хăвăрт сарăлса пырать иккен. Çавăнпа Агробизнес кадрĕсене хатĕрлекен тутар институтĕнче çак кунсенче ведомствăсен хушшинчи лару иртнĕ. Ыйту чăнах та çивĕч. Паллă пулнă тăрăх, республикăна питĕ япăх вăрлăх кӳреççĕ. Тĕрĕслев çуккипе хуçалăх ертӳçисем нумай чухне закона пăсаççĕ. Тĕслĕхрен, Тюлячи, Чистай районĕсенче вăрлăхсене питĕ япăх тĕрĕсленĕ, Азнакай, Агрыз, Тури Услон районĕсенче мĕнпур вăрлăхран 60 проценчĕ кăна тĕрĕслев витĕр тухнă.

Текста малалла вулăр...

ЯЛ ХУÇАЛĂХĔ

ӲРКЕНМЕННИ ĂСТА ПУЛНĂ
е ялти çĕнĕ пурнăç
Нумай-нумай çул çутă коммунизм çитессе кĕтнĕ çĕр ĕçченĕ юлашкинчен хăй çĕмрĕк валашка умĕнче юласса шутламан, паллах, ара, çак вăхăтра (100 çула яхăн) алă усса ларман-çке вăл: çуллен сухаланă, акнă, тухăç ӳстернĕ... çитменнине тата чылай чухне пĕр пуссăрах!
Раççейре ял çыннин пурнăçĕ нихăçан та хисепре пулманни вăрттăнлăх мар. Юлашки 10-15 çулта ял хуçалăхĕнче пыракан улшăну та унăн пурнăçне çăмăллатрĕ тесех калаймăн: çулталăкĕ-çулталăкĕпе укçасăр ларнă хыççăн халĕ нумайăшĕ вуçех ĕçсĕр юлчĕ. Шутлама кăна вĕт: ялта – ĕçсĕр! Ялта çерçи выçă вилмест тени тĕрĕс-ха, мĕн тесен те анкарти пур. Анчах паянхи укçа саманинче (район центрне кайса килме çул çине кăна 300-400 тенкĕрен кая мар кирлĕ) пĕр пуссăр мĕнле пурăнмалла?

Текста малалла вулăр...

ÇĔР ЮРАТСА ĔÇЛЕНИНЕ КĂМĂЛЛАТЬ

Пăва районĕнчи В.Чернов ячĕллĕ агрофирмăна кĕрекен «Победа», «Правда», «Восход» хуçалăхсем пĕр-пĕринпе ăмăртса ĕçлеççĕ. Ĕмĕртен çĕр ĕçне пысăка хурса пурăнакан çĕр ĕçченĕсем çур акин юлашки кунĕсенче вăй хураççĕ. 2153 гектар çинче вырнаçнă «Победа» хуçалăхра пулса курма тӳр килчĕ.
Çу уйăхĕн 11-мĕшĕнче 75 процент акмалли çĕр çинче ĕç вĕçленнĕ. Чипер хĕл каçнă 425 гектар çинчи кĕрхи тулă тымарĕсене минераллă удобренисемпе апатлантарса малалла ӳсме вăй кĕртнĕ. 167 гектар çинче çурхи тулă акнă. 165 гектар çинче акнă сахăр кăшманĕ Аслă Çĕнтерӳ кунĕ умĕн çунă çумăрсем хыççăн шăтса тухма ĕлкĕрнĕ. Çак кунсенче ăна çум курăксен пусăмĕнчен сыхласа хăварас тесе имçамламалли агрегатсене хатĕрлеççĕ.
Çур аки ĕçĕсен хăвăртлăхне кĕркуннерен тарăн сухаласа хăварни те ӳстерет. Нӳрĕк сыхласа хăварассишĕн сӳрелесе, унтан тăпрана çавăрса пăрахмасăр кăпăшкалатнă хыççăн ака ĕçĕсене ирттереççĕ.

Текста малалла вулăр...

ĔÇ ВĔРЕСЕ ТĂРАТЬ

«ВАМИН-Аксу» агрофирмăн Мереченти филиалĕн машина-трактор паркне пынă вăхăтра кунти çичĕ механизатор хĕрсе ĕçлетчĕ. Ял хуçалăх агрегачĕсене юсаса пĕтеретчĕç вĕсем.
– Ĕçлеме çын çитмест, çамрăксем Мускава, ытти çĕре укçа «çапма» кайса пĕтрĕç. Сварщик пурччĕ, вăл та сарăмсăр вилсе кайрĕ. Çак механизаторсемех тракторист та, сварщик та, тимĕрçĕ те,– каласа парать Андрей Иванов бригадир.
Юр ирĕлсе пĕтсенех Григорий Уштыковпа Александр Наумов 50 гектар çинчи нумай çул ӳсекен курăксене тата кĕрхи калчасене удобренипе апатлантарнă. «Кăçал юр хăвăрт ирĕлсе пĕтрĕ. Çур акине тытăнăттăмăр – çĕр ăшăнман. Çанталăк сивĕ», – теççĕ механизаторсем.
Тракторсене те, ака агрегачĕсене те çур акине хатĕрлесе çитернĕ.
Кăçал вĕсен 450 гектар çине тулă, сĕлĕ, кукуруза акса хăвармалла.

Текста малалла вулăр...

ÇУР АКИ НИМЕ ПĂХМАСĂР ИРТМЕЛЛЕ

Правительство пулăшнипе (юлашки 3-4 çулта 100 миллиард тенке яхăн укçа хывнă) Тутарстанри ял хуçалăхĕ çулран çул вăй илсе пычĕ. Тĕслĕхрен, пĕлтĕр пĕтĕмпе 124 миллион тенкĕлĕх чĕр тавар туса илнĕ. 2007 çултипе танлаштарсан, ку 9,3 процент нумайрах. Çакăн пек рекордлă ӳсĕм Тутарстанра хальччен пулман-мĕн. Ку енĕпе 2008 çулта республикăмăр Раççейре Краснодар хыççăн иккĕмĕш вырăна тухнă. Ку кăна та мар, пĕрремĕш хут пĕлтĕр ял хуçалăхĕнчи аталану темпĕ промышленноçринчен ирттернĕ.
Анчах çакăн пек утăмсемпе аталанакан ял хуçалăхне финанс кризисĕ такăнтармĕ-ши? ТР ял хуçалăх тата апат-çимĕç министрĕ М.Ахметов ытларикун ТР Министрсен Кабинетĕнче журналистсемпе тĕл пулсан Тутарстанра çур аки кризиса пăхмасăр ăнăçлă иртесси çинчен пĕлтерчĕ. Кампанире кăçал 6 миллиард тенкĕлĕх кредит ресурсĕсем тăкаклама планлаççĕ.

Текста малалла вулăр...

ЯЛ ХУÇАЛĂХĔ

АНАТ КАМА АКАНА ХАТĔР
Анат Кама районĕн хуçалăхĕсем çур аки кампанине хатĕрпе пĕрех: вăрлăх çителĕклĕ, техникăна юсассинче те вак-тĕвек ĕçсем кăна юлнă. Пĕртен-пĕр йывăрлăх вăл – удобрени кирлĕ чухлех çукки. Районти акăнакан çĕрĕн кашни гектарне тивекен 22 килограмм удобрени лайăх тухăç илме çителĕклĕ мар-мĕн. Анчах анаткамăсем çитес вăхăтра ку ыйтăва та татса парасса шанаççĕ. Техникăна район уй-хирне март вĕçĕнче кăларма хатĕрленеççĕ. Вăл нумай çул ӳсекен курăка удобренипе апатлантарма пуçлĕ.
УТАРÇĂСЕМ ĔÇЕ ПУÇĂННĂ
ТР утарçисем хĕл каçма хунă вырăнтан вĕллесене ытти çултисенчен икĕ эрне маларах кăларнă. Çанталăк ăшă тăнине кура хăш-пĕр районта вĕлле хурчĕсем территори йĕри-тавра пĕрер хут вĕçсе те çаврăннă. Хурт-хăмăр ĕрчетекен патшалăх управленийĕ кăçалхи сезона тĕплĕн хатĕрленнĕ.

Текста малалла вулăр...

ĔМĔТЛЕННИ ТИНЕХ ÇИТРĔ

Пахча çимĕç туса илекен вырăна «колхоз пахчи» теççĕ пирĕн. Ячĕ вара вăл хăçан йĕркеленнине чухлама пулăшать. Анат Кăтрата çумĕпе юхса выртакан Кĕçĕн Çарăмсан шывĕ хĕрринчи хир пулăхлине тавçăрнă пуль пахчаçăсем. Чăнах та, йăнăшман. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăнхи çулсенче колхоз пахчинче ăнса пулнă арбузпа дыня пирки ватăсем паянхи кунччен аса илеççĕ. Çак çимĕçсене ĕç кунĕ тăрăх килĕрен валеçнĕ, юлашкине ферма выльăхĕсем валли турттарнă. Тăрăшуллă бригадирăн ятне халăх манмасть, ырăпа çеç асăнать, вăл – Александр Михайлович Плотников. Каярах та пултаруллă бригадирсем ертсе пычĕç пахча ĕçне: Петр Васильевич Дмитриев, Алексей Сергеевич Матвеев. Мĕн кăна акса çитĕнтермерĕç пуль вĕсем: сухан, хăяр, помидор, кишĕр, çарăк, купăста. Ăста пахчаçăсем пахча çимĕç тухăçне çуллен ӳстерсе пырса сумлă ята тивĕçрĕç, хресченĕн тĕп пуянлăхĕ çĕр пулнине çирĕплетрĕç.

Текста малалла вулăр...
■ Мария ЕВДОКИМОВА.
Чистай районĕ,Анат Кăтрата ялĕ.

ЯЛ ХУÇАЛĂХĔ

ТУТАРСТАНРА ÇĔНĔ МЕЛ
«Выльăхсен токсикологипе радиаци хăрушсăрлăхĕн федераци центрĕ» ФПУ ăсчахĕсем Африка чумипе чирленĕ сыснасене юн кăлармасăрах вĕлермелли мел шутласа тупнă. Вăл ятарлă препарат – адилин. Унпа укол тусан выльăх самантрах вилет. Чирлĕ выльăх капла тавралăха инфекци сарма ĕлкĕреймест. Адилина Тутарстанра ФПУ учрежденийĕнчех хатĕрлеççĕ.
ĔНЕ СĔТНЕ ӲСТЕРМЕ ПУЛАТЬ
Тутарстанри ял хуçалăхĕн наукăпа тĕпчев институчĕн ăсчахĕсем сĕтлĕ ĕне ăратне йĕркелес ыйтупа ĕçлеççĕ. Вĕсем юн тăрăх (ДНК çинче никĕсленсе) сĕтре çупа белок пуррине тĕрĕслеççĕ. Унтан çак выльăх валли мăшăр суйлаççĕ. Çакăн пек майпа йăхлантарнă выльăхăн ăрăвĕ тепĕр 2-3 çултан нумай сĕтлĕ, пахалăхлă сĕт паракан пулать. Атня районĕнче, тĕслĕхрен, 1200 выльăха тĕрĕслесе 208-шне суйласа илнĕ.

Текста малалла вулăр...

ĔÇПЕ СПОРТ ПĔРЛЕ УТАÇÇĔ

УЙ-ХИР ĔÇĔСЕМ
Вăрăма тăсăлнă кĕр ырă кунĕсене шеллемерĕ. Ял çыннисем тулти ĕçсене вĕçлесе хĕл çитессе чăтăмсăррăн кĕтсе тăраççĕ.
Пăва муниципаллă районĕнчи В.П.Чернов ячĕллĕ агрофирмăра 2742 гектар çинче ĕлкĕрнĕ тыр-пула пĕр уйăх хушшинче пуçтарса Çĕпрел, Пăва районĕсенчи ытти хуçалăхсене пулăшма та ĕлкĕрчĕç. Тыр-пула 1 гектартан вăтамран 34 центнер пухса илчĕç. Тăхăр ял хуçалăх карапĕ хутшăнчĕ çак яваплă ĕçе. В.Романовпа М.Шарафутдинов «Мега-Класс» комбайнсемпе пысăк результатсем кăтартрĕç. «Дон-1500» комбайнпа Олег Купцов темиçе çул ĕнтĕ малти вырăна аллинчен вĕçертмест. Çак хуçалăх кăçал «Полесье» çĕнĕ комбайн туянчĕ, çакă выльăхсем валли симĕс апат хатĕрлес ĕçе пысăк хăвăртлăхпа вĕçлеме май пачĕ.
«Победа», «Правда», «Восход», «Родина» хуçалăхсем тăватă пĕр тăван пĕр киле пуçтарăннă пек пĕрлешсе ĕçлеме тытăнчĕç.

Текста малалла вулăр...

ЯЛ ХУÇАЛĂХĔ

ÇĔПРЕЛ – МАЛТА
Çĕпрел районĕнче вырăнти халăхран куллен 45 тонна сĕт пухаççĕ. Ку республикăри чи пысăк кăтарту. Кĕркунне сăвăм чакать пулин те сĕт пухасси унчченхи шайрах. Çакна Çĕпрелĕнчи райпо ĕçе питĕ лайăх йĕркеленипе тата 45 тонна сĕте сивĕтмелли хатĕр туяннипе çыхăнтараççĕ. Кунта кашни ялта сĕт пухма ятарлă çынна çирĕплетнĕ. Вăл кашни ир килĕрен çӳресе пухнă сĕте çийĕнчех район центрне ăсатать. Сивĕтнĕ сĕте вара Тутарстан тулашĕнчен килсе курттăммăн туянаççĕ.
КĂРККА ĔРЧЕТЕСШĔН
Тутарстанри хăш-пĕр фермер хуçалăхĕсен ертӳçисем кăркка ĕрчетес енĕпе çак кунсенче бизнес-план хатĕрлĕç. Унпа килĕшӳллĕн, кăрккана пусса хатĕрлемелли центра Рыбно-Слободски районĕн территорийĕнче йĕркелемелле, центр йĕри-таврашĕнчи фермер хуçалăхĕсен кăркка ĕрчетмелле.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: 1, 2, 3, 4, 5, [6], 7.
 
(c) Chuvash.Org & Сувар 2006-08