Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ
 
Шырав:
Паллашу:
21 çулхи каччă 26-30 çулхи хĕрпе паллашасшăн. Кĕскен: хăмăр (коричневые) çӳçлĕ.

Хăвăн анкетуна та хушма пултаратăн!
Çанталăк:
Хусанта халĕ (15.11.2011 16:00) сайра пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 738 - 740 мм, -2 - -4 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.
 
Категори: Юратусăр юрату (çĕнĕлĕх)

«Юратусăр юрату» конкурса

Пур чух хакла пĕлмесĕр çумрине
Этем васкать çупăрласа илесшĕн тĕнчипех.
Вăхăт иртсен, кая юлса çеç ăнланан
Телей тени çумрах пулнă иккен.
 
Халь тин, туятăп, йывăр каçарма,
Хам айăпа туйса сан умăнта
Чĕркуçленетĕп… Пуçăма усса,
Эп çаврăнса утатăп каялла.
 
Мĕн-ма тавăрма çук-ши иртнине,
Эп панă пулăттăм хам пурнăç кун-çулне.
Сан куллуна, телейлĕ сăн-питне
Курасчĕ ман тепре кăна.
 
Эс мар, эп хама хам каçарас çук,
Сан умăнта эп пысăк айăпра.
Урăххипе пулсан та эс телейлĕ пул,
Вара эп татăп сан умри хам парăма.

«Юратусăр юрату» конкурса

ЧАРШАВ
Никама та кирлĕ мар чăрмав,
Пирн хушăра чаршав тăрать.
Нумай шывне юхтарчĕ юханшыв,
Ку вăхăтчен чаршав пире чăрмантарать.
Çавăншăн чăнах та айăплă пуль, эпĕ.
Çамрăк чухне çухалтăм аякра.
Сăмах каласчĕ, чуп тăвасчĕ,
Юнашар пуласчĕ, кирлĕ вăхăтра.
Йăнăшсемпе тĕрленĕскер чаршав,
Куççулĕпе те пулнă йĕпетни.
Мĕн ма-ши çухалмаç чăрмав,
Ун хыçĕнче – эпир кĕтни.
Эсĕ те тăратăн пулмалла,
Курăнман чаршавăн хыçĕнче.
Аллуна çеç тăсса сан памалла –
Чăрмавĕ пĕтĕ пурнăç вĕçĕнче.
Титта ГРИШШИ.
Титта ГРИШШИ.

Текста малалла вулăр...
■ Титта ГРИШШИ.
Мăн Хирлеп.

ЮРАТУСĂР ЮРАТУ

ВАННĂ ТĔКĔР
Ванчĕ тĕкĕр çук унта сан сăнă –
Умĕнче сана курмастăп эп.
Пурпĕрех унта ялан эс тăнăн,
Çӳç туранă пек аса илеп.
 
Кăвакрах-тăр сан халь çырă çӳçĕ,
Пит-куçу та тĕксĕмрех-тĕр, тен.
Сахал мар-çке эс тутантăн йӳçĕ,
Пуласси килмерĕ çав пиртен.
 
Тĕкĕре пăхса тек пуç çапмашкăн
Халăм ман юлмарĕ чĕрĕмре.
Иртнине пулманшăн тавăрмашкăн
Ма ятлас-ха ваннă тĕкĕре.
 
Юмăç мар, сăнна кăтармĕ тĕкĕр
Тĕмсĕлсен те çак куна çити.
Эп пĕчченçĕ, эс пĕччен те, пурпĕр
Мăшăрлах пулаймăпăр халь тин.
 
СĂРЛАНĂ САКĂ
Куç умне тухать палланă сакă…
Вăл шанчăкпа кĕтет тĕл пулăва.

Текста малалла вулăр...
■ Петр Захаров.
Аксу районĕ,
Аслă Сĕнчел ялĕ.

ЮРАТУСĂР ЮРАТУ

САНА ЭП КĔТРĔМ
Пӳрте пĕр систермесĕр кĕтĕн,
Сирес темерĕн шăплăха.
Чун-чĕререн сана эп кĕтрĕм
Çухатнăнах яланлăха.
 
Вара эс ман пата çывхартăн,
Ачашшăн сĕртĕнтĕн питрен.
Тата та ытларах ăнкартăм:
Эс-çке нихçанхинчен хитре.
 
Чипер чĕкеç пек чĕвĕлтетрĕн.
ытарлă сăмахсем тупса.
Вăтантарса пите хĕретрĕн
Кĕтмен çĕртен чăп! Чуп туса.
 
ПУЛТĂР ĂНĂÇУ
Кăлкан çӳçӳ вĕл вĕлкĕшет –
Сана ку питĕ килĕшет.
Сăхлантаратăн хĕрсене
Вут хыптарса чĕрисене.
 
Чĕлхӳ чĕкеç чĕлхи пекех –
Туссе тăраймĕ сар пике.
Сăмах хушса хирĕçлеме
Чăнах, хитре пике пĕлмест.

Текста малалла вулăр...
■ Н.М.Аворов.
Пăва районĕ,
Пӳркел ялĕ.

ЮРАТУСĂР ЮРАТУ

ТĔЛĔКРЕ КАЛАÇАТТĂМ
Ĕшеннĕ пулсан та чĕнетчĕ
Асамлă куçу каç пулсан,
Çурăмранах чышса пыратчĕ
Варкăш çил урама тухсан.
 
Çăлтăрсем куçсене хĕсетчĕç
Уйăх сăнатчĕ сăпайлăн,
Шухăшсем тӳпене вĕçетчĕç
Ура утатчĕ пĕр майлăн.
 
Алкалă хурăнăн саккийĕ
Пире пулатчĕ тарават,
Хулăмри купăсăн çаккийĕ
Мана панăтăр вăй-хăват.
 
Эс юрлаттăн, эпĕ выляттăм –
Шăпах пулатчĕç кайăксем.
Тĕлĕкре те санпа калаçаттăм,
Тĕлĕнеттĕм эс чĕнмесен.
 
ТĔНЧЕРЕ ПĔРРЕ
Тем амакшăн паян килмерĕн
Лаштра йăмран сакки çине.
Ерçӳсĕр тăнă кама кирлĕ?

Текста малалла вулăр...
■ Г.Л.Якимов-Пиляк.
Чăваш Енрусьел ялĕ,Аксу районĕ

ТЕЛЕЙЛĔХ ТĔНЧИ ÇУМРАХ!

Пĕр - пĕрне килĕштерсен-
Çунат хушнăн туйăнать.
Ĕмĕрлĕхе пĕрлешсен-
Чун - чĕре хавхаланать.
 
Куçран куç пăхса кулсан-
Йăл-йăл кулă асамлать.
Алла - аллăн тытăнсан-
Утма та çăмăл пулать.
 
Ăшпиллĕн çупăрласан-
Ăшра ăшă хум чупать.
Кăмăл - туйăмне туйсан-
Вут-çулăм ярса хыпать.
 
Пĕр-пĕрне сума сусан-
Телейлĕх тĕнчи çумрах!
Пĕр шухăшлă пурăнсан-
Кĕтет çĕр çинчи çăтмах!

«Юратусăр юрату» конкурса

Ман куçсенче – асап та ырату,
Чĕрене хаяр тунсăх кăшлать.
Ман куçсенче – телейсĕр çухату,
Ăшри çулăм та вăйсăрланать.
 
Ман чунăмра – асилӳ, асилӳ...
Кашнинчех сан çинчен ман шухăшăм.
Ман чунăмра – сан аякри килӳ,
Ах, ăçта-ши çӳретĕн эс, тусăм.
 
Тунсăх, кичем, салху – эпĕ пĕччен..,
Шухăшлатăп пĕрмай сан çинчен...
Ĕмĕтсем, асилӳсем – эп пĕччен..,
Чун тухать пуль эс кунта киличчен...
 
Эс урăх килместĕн – эпĕ пĕлеп.
Çав-çавах кĕтетĕп темĕнччен.
Чĕре асапне сирес ман епле.
Эп кĕтеп, эп кĕтеп тахçанччен!
 
****
 
Ак каллех кĕтетĕп эп сана.

Текста малалла вулăр...
■ Валентина Захарова.
Савгачево ялĕ, Аксу районĕ.

«Юратусăр юрату» конкурса

Кивĕ сăн ÿкерчĕк
 
Çĕмĕрт шурă чечекреччĕ,
Эс те, эп те çирĕмреччĕ.
Хыçа юлчĕ çамрăк вăхăт,
Вĕçсе иртрĕ питĕ хăвăрт.
 
Çамрăклăх – чечек çеçкиллĕ
Асăма çаплах-ши килĕ?
Илĕртÿллĕ ун çути,
Илемпийĕн нар тути.
 
Ăшă-ăшă йăлтăр кулă
Асăнмалăх пулса юлтăн.
Эс çаплах куçран пăхатăн,
Чĕреме пĕр пăлхататăн.
 
Аллăмри кив сăнÿкерчĕк,
Çумăр хыççăнхи кÿленчĕк.
Иртнине аса илтерчĕ,
Ман пата илсе çитерчĕ.
 
Илемпи, ăçта эс халĕ?
Кам мана ун пирки калĕ.
Шырăп ĕмĕрех сана,
Чечек евĕр ыр сăнна.

Текста малалла вулăр...
■ Вячеслав Круглов.
Чăваш Республики,
Елчĕк районĕ, Курнавăш ялĕ.

Юратусăр юрату

Тунсăхлать чĕре, йĕрет,
Вăрттăн-вăрттăн ĕсĕклет.
Иртнине вăл асилет,
Пуласлăхшăн шикленет.
 
Тĕл пултăр кĕркунне,
Уйрăлтăмăр çуркунне.
Телей пуçа çавăрчĕ,
Шух авăрта пĕтĕрчĕ.
 
Итлемерĕм аннене,
Аппам канаш памарĕ.
Хура куçлă каччăран
Хур курасса кĕтмерĕм.
 
Улталарĕ вăл мана
Айван çамрăк пикене,
Çутă ăшă туйăма
Вăл пĕлмерĕ упрама.
 
Уйрăлтăмăр çуркунне…
Асран тухмĕç ĕмĕрне
Пирвайхи ăш туйăмсем
Чĕрене хускатнисем.
■ Татьяна Григорьевна Кудряшова.
Чăваш Республики,Сĕнтĕрвă рри районĕ,
Хуракассинчи пĕтĕшле пĕлÿ паракан шкулта чăваш чĕлхипе литература вĕрентекен

ТАКМАКСЕМ («Юратусăр юрату» конкурса)

Ай ут килет, ут килет,
Улма садне таптаса.
Курас килсен тухса пăхап,
Ларать вăрман хупласа.
 
Вăрманалла кĕрсе кайрĕç,
Эпир килнĕ пар утсем.
Хамăр пек каласа парĕç,
Эпир çырнă çырусем.
 
Ах, тесе сывласа ярсан,
Çыран хĕрне хум çапать.
Пĕччен ларнă вăхăтра
Эпĕ мар, кайăк хурланать.
 
Çунтăм ĕнтĕ, çунтăм ĕнтĕ,
Кăвар пек пултăм ĕнтĕ.
Шыва чăман кăвакал пек,
Тăлăха юлтăм ĕнтĕ.
 
Ах, шыв хăмăш, шыв хăмăш,
Мĕншĕн кашлать-ши хăмăш?
Юрлатăп та, ташлатăп та,
Мĕншĕн çунать-ши ăш?
 
Купăсне хитре калаççĕ,
Ташламасăр тӳсме çук.

Текста малалла вулăр...
■ Римма КАЛУКОВА.
Аксу районĕ, Алексеевка.

«Юратусăр юрату» конкурс

ХĔР ПĔРЧИ, ХУРА КУÇĂМ!
Хĕр пĕрчи, хура куçăм! Сана
Эп курсаччĕ тахçан урамра.
Ун чухне шутлама та пĕлмен,
Юнашар пуласса тĕлленмен.
 
Пĕчĕкскер ӳт-пӳпе, маттурскер,
Ăс-тăнпа такамран пуянскер!
Çутă туйăм ăшра вăратса,
Çунатсем татах хутăн хушса!
 
Ӳсĕмсем пĕрре мар – чăрмав мар!
Туйăмсен сиккине чарар мар.
Кунсерен йăпанар тĕл пулса,
Каçсерен тунсăхлар шутласа.
 
Пурнăçра ыррине çеç курма,
Илеме ху тавра пуçтарма
Пехиллетĕрех Турă сана!
Лăпкă пулĕ ун чух, тен, мана…
 
***
Çамрăклах атте пачĕ пехил:
– Амăшне сăнаса, хĕрне ил!

Текста малалла вулăр...
■ Геннадий Ендиряков.
Нурлат,Уксăмлă.

«Юратусăр юрату» конкурс

ÇУМĂН ПУЛАСЧĔ
Асра санпа паллашнă вăхăт,
Асра сив çумăр пĕрчисем.
Сан хӳттӳне пырса эп тăтăм,
Каларăн та: «Ан йĕпенсем».
 
Ху плащупа эс хӳтĕлерĕн,
Эп савăнтăм сан ăшшупа.
Чĕре çинче сиксе вĕрерĕ,
Хĕрӳ хĕвел пекех шăпа.
 
Эпир санпа пулсассăн çумăн,
Телейлĕ пулăпăр ялан.
Пире йĕпетмĕ шалкăм çумăр,
Питрен витсемĕ çил-тăман.
 
Сана савсах çапла калатăп,
Эс уншăн ан çилен мана.
Тупа тусах паян хуратăп,
Чĕрем çине эп сан ятна.
 
 
ПӲРТРЕ ЛАРАТТĂМ ЭПĔ ПĔР ПĔЧЧЕН…
Пӳртре лараттăм эпĕ пĕр пĕччен,
Йăмра çинчен сар çулçăсем ӳкетчĕç.

Текста малалла вулăр...

«Юратусăр юрату» конкурс

УМРИ ПИЛЕШ
Яш-кĕрĕмсем вăййа тухсассăн
Çуллахи ăшă каçсенче
Санпа калаçса лараттăмăр,
Пахча умĕнчи сак çинче.
 
Пилеш йывăççи умрах ӳсетчĕ,
Пире кăтартса шур чечекне.
Мăшăр куçу ман çине пăхатчĕ,
Ăсатма тухатни тесе.
 
Эс тухса кайрăн ирпеле,
Кĕркуннепе таврăнап тесе.
Ыталаса мана шантартăн,
Чуп турăн мана кĕт тесе.
 
Тырăсем ĕлкĕрчĕç уй-хирте,
Чечексем те типрĕç улăхра.
Пире кĕтсех мĕскĕн пилешĕ
Упрать хĕп-хĕрлĕ çырлисе.
 
АСТĂВАТĂН-И
Çуллахи ăшă каçсенче
Çăлтăрсем вылятчĕç тӳпере
Санпа ларатпăр пуплесе
Пахча умĕнчи сак çинче.

Текста малалла вулăр...
■ В.ЛАШМАНОВ.
Теччĕ районĕ.

«Юратусăр юрату» конкурс

Хăçан-ши уяртĕ çанталăк,
Пăрахăн хăçан шăмартма?
Хыпар çук санран шăп çулталăк,
Май çук-шим кăштах çеç çырма?
 
Чĕрӳн уççине тупаймарăм,
Вăл маншăн пулайрĕ инçе.
Пĕрле чух ытла хăяймарăм
Халь туслăх çиппи пит çинçе.
 
Аса илтерместĕп эп, тусăм,
Пĕрле ирттерейнĕ каçа.
Ытла та час килчĕ çав шуçăм,
Çурхи ир çуралчĕ часах.
 
Çав шуçăм пек килнĕ ыр яшлăх,
Çуратрĕ кĕрхи сив куна.
Ыр ĕмĕтсемпе çеç ачашлăп,
Эс шелсĕр амантнă чуна.
 
ПИÇНĔ ÇĔР ÇЫРЛИ
Кăкрусем сан çӳллĕ,
Пилĕкӳ çинçе,
Яштака тӳр пӳллĕ,
Сăн-питӳ çиçет.

Текста малалла вулăр...

«ЮРАТУСĂР ЮРАТУ»

КОНКУРС
«Хусан чăвашĕсем» ушкăн тата «Сувар» хаçат сăвăçсен конкурсĕ пуçланни çинчен пĕлтереççĕ.
Условисем: юрату çинчен 4 йĕркерен тăракан 4 куплетлă сăвă çырмалла. Анчах сăвăра «юрат», «сав» сăмахсем тата вĕсен тĕрлĕ формисем пулмалла мар. Тĕслĕхрен: «юрататăп», «савни» – конкурсра усă курма юрăхсăр сăмахсем. Конкурса хутшăнакансен çулĕ миçере пулни пĕлтерĕшлĕ мар, пĕр автор ик-виç сăвă та ярса пама пултарать. Конкурс уçă. Мĕнпур ярса панă сăвва «Сувар» хаçатăн сайтĕнче пичетлетпĕр (www.suvar.su). Сирĕн сăввăр Алексей Наумов юрăç-композиторăн çĕнĕ альбомне кĕме пултарать.
Çĕнтерекене преми – 600 тенкĕ. Сăвăсене 2009 çул вĕçлениччен йышăнатпăр. Адрес: 420066 г.Казань, а/я 64 е Интернетпа: suvar@mail.ru. Конверт çине «Юратусăр юрату» конкурса» тесе тата хăвăрăн адресăра е телефон номерне çырма ан манăр.

Текста малалла вулăр...

 
(c) Chuvash.Org & Сувар 2006-08